Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Киле таврӑнни (Ю. Ковалёв)

Тӗнчере тем те пӗр эпӗ куртӑм,
Кӑвак тинӗс, ҫӳллӗ сӑрт-тусем.
Тем курсассӑн та васкатрӑм утӑм,
Килеллех вӗҫетчӗҫ шухӑшсем.

Улӑхпа утатӑп киленсе эп,
Ман умра хаваслӑ чечексем.
Тахҫанах мана кӗтеҫ, пӗлетӗп,
Пуҫ таяҫҫӗ халь мана вӗсем.

Шӑнкӑртаттарса юхать ҫӑл куҫӗ,
Шӑпланса итлеҫҫӗ хурӑнсем.
Хӳхӗм улӑх пӗтсенех ял пуҫӗ,
Эсӗ курӑн ҫул вӗҫленнӗҫем.

Эс сывах-и, ман юратнӑ ялӑм!
Сывӑ-ши, хисеплӗ тӑвансем?
Телее таҫта та эп шырарӑм,
Ман телей — ҫуралнӑ вырӑнсем.

Ҫавӑн пекех

Юрий Ковалёвӑн ытти сӑввисене кунта тупма пултаратӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-12 12:29:44 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3031 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем